13 сент. 2012 г.


Акатуй — сувар(чăваш) халăхĕн авалхи уявĕ. Ку уява уйхирти ака ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн уявланă. Акатуя халĕ те иртереççĕ. Халĕ çак уявра турнирсем, çамрăксен вăйисене курма пулать. Малтан вара ку уяв йăла-йĕрке уявĕ пулнă, çынсем çак уява турăсене халалланă, ушкăнпа юрăсем юрланă.
Авал суварсем çурхи ĕçсем ирттересумĕн акатуя ирттернĕ, кайран çак ĕçсене пĕтернĕ хыççăн ăна чаплăн вĕçленĕ. Акатуй - çĕр ĕç уявĕ. Уяври çĕнтерӳçĕсем валли ятарласа кашни килрен парне
 пуçтарнă. Акатуйри ăмăртусенчен чи палли - кĕрешӳ. Кĕрешӳ - суварсен авалхи çапăçу системи.
Акатуя суварсем кăна мар уявлаççĕ. Тутарсем ăна Сабантуй теççĕ; пушкăртсем — Һабантуй. Иккĕшĕн пĕлтерĕшĕ - ака туйĕ.